Сумлӑ сӑмах
Чӑваш чӗлхи
Тинех пулчӗ! «Пятерочка» лавкка чӑвашланчӗ. Ку куҫарусене гуманитари институтӗнче ҫулталӑк каяллах хатӗрлесе панӑччӗ. Вӑхӑт иртсе пынӑ май (саккаслаканӗ — ҫав лавккасем валли пӳлӗмсене хатӗрлекен организаци) сайт ятӗнчен ҫыру та ҫырасшӑнччӗ — вӗсене хатӗрлесе панӑ куҫарусемпе хӑҫан усӑ курӗҫ-ши тесе ыйтасшӑнччӗ. Куҫарусемпе районта уҫакан лавккасенче кӑна усӑ курасси те шиклентеретчӗ. Ак халӗ вара, ҫулталӑк иртнӗ хыҫҫӑн, чӑвашла куҫарусем тинех пурнӑҫа кӗнӗ иккен. Савӑнмалла кӑна. «Пятерочка» хуҫисене ырӑ сӑмахпа асӑнмалла, мухтамалла. Кам та пулин ҫак ӗҫе тӑваех пуль тетӗп. Унсӑрӑн хамӑра хисеплеме те кирлӗ мар. Халӑх тетелӗнче вырнаҫтарнӑ сӑнсем ҫине «Пӑтӑ, кумаляк» ҫырни лекнӗ. Шӑп ҫак сӑн самай калаҫу пуҫарчӗ те. Пурне те «кумаляк» сӑмах мӗне пӗлтерни кӑсӑклантара пуҫларӗ. «Кумаляк» маншӑн тутарла пек илтӗнет», — текенни те тупӑнчӗ. Ку сӑмах чылайӑшне интереслентерсе янӑран ун пирки пӗчӗк тӗпчев ирттерес терӗм. «Хлопья» тенӗ чухне, паллах, сӑмах «овсяные хлопья» пирки пырать. Ун куҫарӑвӗ М. |
Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑваш Енри наципе культура аталанӑвӗн «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗ Пушкӑртстанра чӑваш чӗлхипе литературине вӗренмелли кӗнекесем ҫителӗксӗррине тӳре-шарана пӗлтернӗ. Шкулта чӑвашла вӗрентмелли кӗнекесемпе тивӗҫтерменнине унтисем систернӗ иккен. Ҫавӑн хыҫҫӑн «Ирӗклӗх» хастарӗсем Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ тата Чӑваш кӗнеке издательствин пуҫлӑхӗ ячӗпе электрон ҫыру шӑрҫаланӑ. «Шкул ачисене йӗркеллӗ вӗренӳ кӗнекисемпе тӳлевсӗррӗн те ҫителӗклӗн тивӗҫтерессишӗн патшалӑх яваплӑ», — тенӗ ҫырура. Пушкӑртстанрисем «Ирӗклӗхе» шкулсенче 1990, 2003-мӗш ҫулсенче пичетленсе тухнӑ кӗнекесемпе усӑ курнине, кашни ачана кирлӗ чухлӗ кӗнеке ҫитменнине пӗлтернӗ иккен. «Чӑваш нацин пысӑк пайӗ республика тулашӗнче пурӑнать. [...] Чӑваш чӗлхипе литературине тивӗҫлӗн вӗренме те пултарайман чӑваш халӑхӗн пуласлӑхӗ те иккӗленӳллӗ», — шухӑшне палӑртнӑ «Ирӗклӗх». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() «Шупашкарта тата Ҫӗрпӳ районӗсенче ҫӳрерӗм, пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче суйлав пуласси ҫинчен ниҫта та пӗлтерӳсем курмарӑм. Лавккасенче, киосксенче Президент суйлавӗ пирки пӗр экземпляр саккун та асӑрхамарӑм — вырӑсла та, чӑвашла та. Чӑваш Республикин Тӗп суйлав комиссийӗ саккуна, пӗлтерӳсене чӑвашла кӑларма укҫа ыйтнӑ-ши? Чӑваш радиовӗпе те, телекуравӗпе те пӗлтерӳсем вырӑсла ҫеҫ», — ҫапла ыйтса ҫырнӑ иккен республикӑра тухса тӑракан «Хыпар» хаҫата Алексей Бойков ятлӑ ҫын. Журналистсем ыйту хуравне шыраса Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗпе ҫыхӑннӑ. Асӑннӑ суйлав комиссийӗн секретарӗ Сергей Тарасов ку ыйтӑва анлӑн хуравланӑ-ха. Чӑвашла пӗлтерменнин тӗшши ҫакӑнта-мӗн: «Халӗ федерацин суйлав кампанийӗ пырать. Ӑна РФ Тӗп суйлав комиссийӗ йӗркелет, ҫавӑнпа пӗтӗм материала, пӗлтерӳсене, видео- тата аудиороликсене Мускавра хатӗрлеҫҫӗ, эпир вӗсен трансляцийӗсене тивӗҫтеретпӗр. Енчен те регион шайӗнчи суйлав пулнӑ тӑк информаци материалӗсене эпир хамӑрах хатӗрлӗттӗмӗр, ҫав шутрах — чӑвашла та», — ӑнлантарнӑ ЧР Тӗп суйлав комиссийӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Чӑваш чӗлхи
Чӑваш Республикинчи наципе культура аталанӑвӗн «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗ Чӑваш ен патшалӑх чӗлхин, чӑваш чӗлхин, саккунлӑ статусне ҫирӗплетес, чӗлхе саккунлӑхне аталантарас тӗллевпе Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председательне И.Б. Моторина ҫакна пӗлтерет. Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен» 2003 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнчи 36 №-лӗ саккуннӗн 5 статьипе килӗшӳллӗн Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ ҫак Саккунпа килӗшӳллӗ чӗлхесемпе наукӑпа практикӑра усӑ курмалли тата аталантармалли йӗркене палӑртать. Паянхи куна, чӗлхе саккунне 15 ҫул каялла йышӑннӑ пулин те, Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ чӗлхесемпе наукӑпа практикӑра усӑ курмалли тата аталантармалли йӗркене ҫирӗплетмен.Чӑн та, Чӑваш Республикинче ҫак йӗрке ҫук пулни куҫкӗрет. Ахӑртнех, йӗркесӗрлӗхӗн сӑлтавӗсенчен пӗрри - Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ чӗлхе саккунӗпе килӗшӳллӗ чӗлхесемпе наукӑпа практикӑра усӑ курмалли тата аталантармалли йӗркене палӑртманни. Палӑртса хӑваратпӑр, «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗ 2017-мӗш ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Интернет тетелӗнче чӗлхе саккунлӑхӗ ӑслӑлӑх ӗҫӗнче мӗнле шайра пулнине кӑтарста тишкерӳллӗ статья кӑларчӗ. |
Харпӑр шухӑш
Чӑваш чӗлхи
Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).
Пӑла тӑрӑхӗнче Шанкӑртам ятлӑ пысӑк ял пур. Хальхи Патӑрьел районне кӗрет вӑл. Унта халӗ тутарсем (мишерсем) пурӑнаҫҫӗ. Ӗлӗк ку ялта чӑвашсем те пурӑннӑ. Шӑнкӑртамӑн чӑвашсем пурӑнакан пайне, кассине, Упи тенӗ. Уписем каярахпа тӗрлӗ ҫӗре (Тикеше, Сакӑта, Янтукан поселокне) куҫса кайса пӗтнӗ. Ҫак ялта, чӑвашсем хушшинче те, тутарсем хушшинче те, Кункӑш кайӑк ҫинчен тахҫантанпах питӗ хӑйне евӗрлӗ халап (легенда) ҫӳренӗ. Акӑ вал, ҫырса кӑтартам-ха. Тахҫан ӗлӗк-авал, — тенӗ халӑх каланинче, — ҫынсем вӗҫӗ-хӗррисӗр таҫта ҫитиех сарӑлса выртакан ҫеҫенхирте пурӑннӑ. Ӑҫта пӑхан унта — куҫпа виҫейми тӳремлӗх, сайра-хутра ҫеҫ пысӑк мар сӑрт. Ирӗклӗ те хавас пурӑннӑ ҫынсем ҫак аслӑ ҫеҫенхирте, пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫса ҫӳренӗ, никампа та хирӗҫмен, никама та пуҫ ҫапман, никамран та хӑраса пурӑнман. |
Чӑваш чӗлхи
![]() Мускавра пурӑнакан, чӑвашлӑхшӑн ҫунакан чи паллӑ ҫынсенчен пӗри — Владимир Болгарский — Раҫҫей тӗп хулинче Патшалӑх Думи умне пӗчченле пикетпа тухнине Чӑаш халӑх сайчӗ пӗлтернине вулакансем астӑваҫҫӗ пулӗ. Унпа пӗр шухӑшлӑ пулса Валерий Сунгуров та тепӗр плакат йӑтса тӑнине хыпарланӑччӗ ун чух. Владимир Болгарский пикета тухнине вырӑсла интернет-кӑларӑмсенчен (ӑна рекламӑлас мар тесе ятне асӑнмӑпӑр) пӗринче те ҫырнӑ. Вӑл материала 50 ҫын ытла комментарилеме ӗлкӗрнӗ. Вӗсен самай пайӗн шухӑшӗ, тӗпрен илсен, пӗр пекрех: чӑвашла вӗрентме ыйтса вырӑссене хӗсӗрлеҫҫӗ. Хама питӗ тӗлӗнтернӗ комментарисенчен пӗрне ҫакӑнта илсе кӑтартасах килчӗ. Ятне кӑтартман этем ҫырнӑ тӑрӑх, иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулсенче Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар вокзалӗсенче ҫеҫ чӑвашла калаҫнине илтме тӳр килнӗ. 70-мӗш ҫулсенче Шупашкарта чӑвашсем ҫурринчен те сахалрах пулнӑ. Ун чухне наци шкулӗ е пулнӑ, анчах чӑвашсем хӑйсен ачисене унта вӗрентесшӗнех пулман. Чӑваш чӗлхишӗн янӑрашакансен ачисем чылай чухне Мускавра пӗлӳ илнӗ. «Эпир шӑпах вырӑнтисем тата кӑк шупашкарсем е ҫӗнӗ шупашкарсем, пирӗнтен чылайӑшӗ чӑваш мар е чӑвашла ӑнланаҫҫӗ, анчах чӑвашла калаҫмаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Республикӑри чылай ашшӗ-амӑшӗ ачисене чӑваш чӗлхине вӗрентесшӗн. Кун пирки Регнум информаци агентстви хыпарлать, ЧР Вӗренӳ министерствин даннӑйӗсене илсе кӑтартать. Ашшӗ-амӑшӗн 83 проценчӗ ачисене шкулта чӑваш чӗлхине вӗрентессине суйланӑ. Кӗҫӗн тата вӑтам классенче чӑваш чӗлхине аслисен 84,3 проценчӗ суйланӑ, аслӑ классенче – 83 процент. Вырӑс чӗлхине тӑван чӗлхе пек ачасен 14,1 тата 10,3 проценчӗ вӗренӗҫ. Кунсӑр пуҫне тутар тата мӑкшӑ чӗлхисене ӑса хывакансем пур. Аса илтерер: шкулсенче унчченхи пекех «Патшалӑх чӑваш чӗлхи» предмета тата чӑваш литературине вӗренӗҫ. «Тӑван чӗлхе» хушма предмет. Хӑш чӗлхене вӗренессине ашшӗ-амӑшӗ кӑҫал кӗркунне суйланӑ. Чылайӑшӗ чӑваш чӗлхине су йланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
Мускавра пурӑнакан чӑвашлӑхшӑн ҫунакан чи паллӑ ҫынсенчен пӗри — Владимир Болгарский — паян Раҫҫей тӗп хулинче вырнаҫнӑ Патшалӑх думи умне пӗчченле пикетпа тухнӑ. Унпа пӗр шухӑшлӑ пулса Валерий Сунгуров та тепӗр плакат йӑтса тӑнӑ. «Моему чувашскому-булгарскому языку более 2000 лет. Сейчас он испытывает небывалые трудности. Требую равных условий для развития языков в республиках РФ. Для обучения родному языку требуется согласие родителей, а для иностранного — нет. Почему?» (чӑв. Манӑн чӑваш-пӑлхар чӗлхи 2000 ҫултан аслӑрах. Хальхи вӑхӑтра вӑл пысӑк йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнӗ. РФ республикисенче чӗлхесене аталанма пӗрешкел условисем туса пама ыйтатӑп. Тӑван чӗлхене вӗренме ашшӗ-амӑшӗнчен ирӗк ыйтаҫҫӗ, ют чӗлхешӗн вара — ҫук. Мӗншӗн?) — ҫапларах ҫырнӑ Владимир Болгарский хӑйӗн плакачӗ ҫине. Тепӗр плакатне Валерий Сунгуров тытнӑ. Унта «Требую ратификации европейской хартии о языках» (чӑв. Европӑн чӗлхесем ҫинчен калакан хартине ратицикацилеме ыйтатӑп) тесе ҫырнӑ пулнӑ. Чӑваш хастарӗсем — пӗри Трак ен, тепри Чӗмпӗр ен чӑвашӗ — Патшалӑх Думи умне 9 сехетре тухнӑ. 11 сехетре пӗчченле пикета вӗҫленӗ. |
Сумлӑ сӑмах
Чӑваш чӗлхи
Кӗҫнерникун Улатимӗр (чӑвашла ӑна ҫапла чӗнӗттӗмӗрччӗ) Путин журналистсемпе пресс-конференци ирттерчӗ, вӗсен ыйтӑвӗсем ҫине хуравларӗ. Раҫҫейри халӑхсене пырса тивекен ыйту та чи пӗрремӗшсенчен пӗри пулчӗ. Путин мӗн каласси иккӗленӳллӗ марччӗ. Пӗр йышӑннӑ сӑмаха вӑл, каялла илмесси тахҫанах паллӑччӗ. Хитре сӑмахсем каларӗ. Сӑмахран, «нужно обеспечить людям возможность изучения родного языка», — терӗ. Тӗрӗс сӑмахсем. Ни чӑвашӗ, ни тутарӗ хирӗҫ мар. «Вопрос, связанный с языком, направлен только на одно – создать всем детям, где бы они ни проживали на территории Российской Федерации, равные стартовые условия для будущей жизни», — ку та тӗрӗс ӗнтӗ. Камӑн хӑйӗн ачине япӑхрах пурнӑҫ сунас тейӗ? Никам та пуль. Сӑмаххисем хитре, анчах вӗсем хыҫӗнче мӗн пытанать? Пур халӑха та вырӑслантарас тӗллев кӑна. Улатимӗр «патша» шухӑшӗпе ачасем пурте вырӑсла пӗлсен кӑна вӗсен пӗрешкел условисем пулӗҫ. Кунта йӗкӗлтесе илме те пулать: чӑн та икчӗлхеллӗхре ӳсекен ачасем ӑслӑрах пулнине нумай тӗпчев ҫирӗплетсе панӑ. Паллах, вырӑссен пӗр чӗлхе ҫеҫ пулнипе вӗсем ку тӗлӗшрен аталану енӗпе кая юлаҫҫӗ, ҫавна пула пирӗн «патша» пӑшӑрханать те пуль, ҫавна пулах пӗр тан условисем хатӗрлесшӗн те. |
Харпӑр шухӑш
Чӑваш чӗлхи
Чӗлхе ыйтӑвӗ халӑхшӑн пурнӑҫпа вилӗм ыйтӑвне куҫнӑ вӑхӑтра чӗрре кӗрсе калаҫасси вӑй илме пуҫламалла. «Чӗрре кӗрсе шухӑшлакан кӑна – чӑн философ», – тет Мартин Хайдеггер. Ҫирӗм пӗррери Валери Туркай 1982 ҫулта ҫырнӑ сӑввинче философилле чӑнлӑх пирки калаННӑ.
Ҫӗр ҫул пурӑнасчӗ, Ҫӗр ҫул юратасчӗ, Ҫӗр ҫул, ывӑнмасӑр, Ӗҫре тар тӑкасчӗ! Пин хут ҫураласчӗ, Пин хут ман вилесчӗ… Ҫапах та нихҫан та В и л е пулас марччӗ! Ҫунасчӗ вутра та, Путасчӗ шывра та. Кӗрлетӗрччӗ ҫеҫ манӑн пурнӑҫ манра. Ҫӳле хӑпарсан та, Ӳксе салансан та… Туясчӗ хама яланах Пурнӑҫра!
Манифест пек, ӗненӳ символӗ пек вуланакан сӑвва Валерий Владимирович 35 ҫул каялла мар – паян ҫырнӑ тейӗн. Какӑр (горн) сассине илтсен вӑрҫа хӑнӑхтарнӑ ут, ватӑ пулсан та, чӗрнисемпе ҫӗре чӑтӑмсӑррӑн чавать. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Аттай Марк Сергеевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Николай Григорьевич, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ахтупай Валентин Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |